1956 çул
Ачалăха аса илни

Çĕнĕ пӳрт тăвакансем
Атте патне килеççĕ —
Тĕрлĕ кирлĕ хăмасем,
Кунта туртса килеççĕ.

Çавă хулăн хăмана
Алăпала çурмалла:
Кирлĕ рейкăсем тума,
Нумай вăя хумалла.

Вичкĕн пулма пăчăка
Час-часах хăйрамалла,
Туртасран айкинелле
Хăйрама та пĕлмелле.

Миçе рейка çурмалла
Рамăсене пуçтарма —
Çăмăл мар ăна çурма,
Хывнă атте майккине!

Çурăм ытла ывăнать,
Чĕркуççи те ыратать!
Пĕлми пулнă алăсем,
Хытса ларнă пӳрнесем.

Миçе хăма ман умра,
Вăхăт çук кăштах канма.
Картишĕнче кĕркунне —
Çĕнĕ пӳрте кĕмелле!

Çуртăн хуçи васкатать —
Мунчара вăл пурăнать,
Кĕрхи кунсем ăшă мар,
Ăна унта çăмăл мар.

Атте ĕçлет малалла,
Рейкă касать васкаса.
Канавсем кантăк лартма,
Шпунт савипе тумалла.

Йывăç винчĕ ик енче,
Йывăç гайки ун çинче:
Вĕсене пăрсан-пăрсан,
Кирлĕ виçене лартан.

Хатĕр кăна канавсем,
Кирлĕ таран рейкăсем.
Тулта сиввĕ ĕçлеме,
Ăшă пӳрте кĕмелле.

Пӳрчĕ пĕчĕк — çаврăнма,
Вырăн кирлĕ ĕç тума,
Рамăсене пуçтарма,
Çиелтен савалама.

Керосинка лампăнне
Тасатать трубисене,
Тĕрлĕ хаçат таткипе,
Илет унăн хăрăмне.

Алпа тытмас кантăкне —
Хăвармас пӳрне йĕрне,
Унсăр ванĕ ун труби,
Çулăмпа часах хĕрни.

Çутса ярать хайхине,
Çутатать тĕттĕм пӳртне,
Килсе çитет чун ăшши,
Такçанах ăна кĕтни.

Татăлаççĕ рейкăсем
Тĕрлĕ тĕрлĕ виçисем,
Сирпĕнеççĕ таткисем
Çивĕч ийĕ вĕçĕнчен.

Ĕçĕ хĕрсе пынă май,
Вăхăт иртнĕ хăйне май:
Çурçĕр иртнĕ, выртмалла,
Ыран ĕçе каймалла.

Ĕçрен килсен каçпала,
Каллех рейка çурмалла —
Саваласа, якатса,
Хатĕрлесе хумалла.

Алăпа ĕçе тăван,
Çичĕ тара кăларан,
Электричество пулман,
Çăмăллăх курса юлман.

Пуçтарсассăн рамăна,
Ăна кайса лартмалла,
Петлисене вырăна,
Вырнаçтарма пĕлмелле.

Кантăк касма, майлама,
Тӳрĕ вырăн тупмалла,
Кирлĕ йĕрсем тумалла,
Виçисене лартмалла.

Çӳхе «двойка» кантăка
Алмазпа тытса касан,
Чунтан хăран ванасран,
Çĕнĕ кантăк тупасран!

Рамăна салатмалла,
Кантăксене лартмалла,
Çĕнĕрен пуçтармалла,
Çирĕплетсе хумалла.

Пӳрте кĕчĕ çĕнĕ сăн:
Чӳречисем пулнăран,
Хĕпĕртерĕç ачисем,
Ăшшăн пăхрĕç хуçисем.

Халĕ урăх самана —
Килсе виçрĕç чӳрече,
Ĕçĕ кайрĕ виç куна,
Çитсе лартрĕç вырăна!

Рамисем те пластикрен,
Кантăкĕ те виç хутчен!
Çирĕп, хулăн кĕленчи,
Аван курнать çут тĕнчи.

Анчах пластик йывăç мар,
Ăна эпир манар мар —
Наркăмăшлă сывлăшĕ,
Хавшать халĕ сывлăхĕ.

28.08.2018