Шкула хупнă. Салатса пĕтернĕ
Чул пуçтарма çырмана
Чăнкă çырансем патне,
Трактор çине тиеме
Кайнă шкулĕпе пĕрле.
Тарăн çырма тĕпĕнче
Чулсем пухнă васкаса:
Витре çине тултарса,
Тапаланнă хашкаса?
Ĕçре пулнă кунĕпе,
Унтах çинĕ апатне,
Çулран-çулах ушкăнпа,
Чул турттарнă трактăрпа.
Çулсеренех ĕçченсем,
Тунă тĕрлĕ хуралтсем —
Музейпала нӳхрепсем,
Тĕрлĕрен мастерскойсем.
Кĕр!кĕрленĕ ĕçпеле
Йывăçпа та тимĕрпе:
Мĕн кăна унта туман,
Тĕлĕнсе кăна тăран.
Пукан тунă лармалли —
Маншăн пулнă чи чапли!
Пĕр виçепе савалан,
Тӳрĕ кĕтессем тăван.
Кăштах татнă йывăçне
Шăтăк чавнă ийĕпе,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ рейкăсем,
Хатĕрленĕ ачисем.
Хăми типсен, якатсан,
Кирлĕ виçепе тусан,
Лартнă вăйлăн тыттарса,
Çилĕмпеле пуçтарса.
Пĕрин пулнă айккăнрах,
Теприн пулнă чалăшрах:
Туса пăх-ха хăв тытса,
Тинех илĕн ăнкарса!
Тимĕр каснă тĕрлине:
Ĕç валлине, кирлине —
Авкаласан, шаккасан,
Савок пулнă, ăмсанан.
Авнă ансăр тимĕрне,
Тунă тĕрлĕ хатĕрне.
Кĕр кĕрленĕ таврара,
Тĕрлĕ ĕçĕсне кура.
Тротуар валли плита
Тунă халăха сутма:
Формăсене тултарса,
Хунă çĕр çине сарса.
Спортплощадкă кунĕпе
Тулли пулнă ачапа —
Виççĕр аллăран ытла,
Пулнă шкулĕпе унта.
Черет тăнă туртăнма,
Турник патне вăй пухма:
«Вăйсăр» тенĕ хушăмра,
Пулсан вуннăран кая.
Кашта тăрăххăн çӳле
Ухса аннă «вăшт!» кăна!
Çирĕп кăна аллисем,
Ĕçпе пиçнĕрен вĕсем?
Нумай пулнă кроликсем,
Виççĕртен ытла вĕсем!
Тĕрлĕ-тĕрлĕ читлĕхре,
Тулта ларнă кĕркунне.
Тĕттĕм пулнă каçĕсем,
Яла килнĕ кашкăрсем!
Йăлт пĕтернĕ вĕсене,
Кролик выртнă купипе!
Шкул пахчи тĕлĕнмелли,
Ачасе илĕртмелли:
Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем,
Улмасемпе çырласем.
Питомникре, пахчара,
Тăватă пинтен те ытла,
Пулнă сыпнă хунавсем,
Халăха сутмаллисем.
Музей пулнă пысăкки,
Республикăра пулманни!
Шкул ачисем тăрăшса,
Пухнă тĕрлĕ япала.
Пир станокĕ, хултăрччи,
Çави, çурли, тăпаччи.
Мамонт шăлĕ, вăрăм бивень
Тата ытти япали.
Орденсемпе медальсем,
Тĕрлĕ салтак тумĕсем,
Тупăн пушă гильзисем,
Кивĕ пăшал кĕпçисем.
Хуçăк хĕçĕ, тӳрĕ штык,
Тĕрлĕрен документсем,
Кив укçасем, кĕрĕксем,
Хитре кăна тĕрĕсем.
Иконĕсем, кĕнчелисем.
Керосинкă ламписем,
Сăмавар, йăсран туни,
Сухапуçĕ, урапи.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ вырăнтан,
Инçетрен те çывăхран,
Килнĕ курма хăнасем,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ халăхсем.
Демидов, Лачкассинчи,
Вăйне панă çав тери!
Хĕрĕх çул ялти шкулта,
Тăнă директор пулса.
Чăваш енче халиччен
Кун пек тĕслĕх пулайман:
Çӳлте пулнă нумайччен,
Ăсĕ вăйлă пулнăран.
18.08.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!