Ик хĕрарăм, пĕр ача
Пынă хирĕççĕн утса:
«Тётенька! Позолоти!
Дай монетку, не скупи!»

Пĕчĕкскер, хитрескер,
Куçран тимлĕн пăхнăскер,
Чăтаймасăр, хĕрхенсе,
Панă вакă укçине.

Амăш пынă ерипен,
Кулкаласа майĕпен:
— Пулăшатăн ачана,
Юмăç ярап эп сана!

Пар-ха хăвăн аллуна!
Пăхса парам шăпуна:
Иртнине те пулнине,
Парăп хăвăрт каласа!

Кăштах кун-çулна пĕлме
Кирлĕ çӳç пĕрчи кăна —
Пĕр çӳçне алла илсен,
Йăлтах калăп сан çинчен!

Ал çине укçа хурсан,
Пурте тухĕç куç умне!
Хăвнах парăп укçине,
Ан хăра çухатасран!»

Çулран айккине куçать,
Тĕмсем патнелле пырать.
Цыган пуçлать юптарма,
Кăштах кăна хăратма.

Питех пăхмас малалла:
—Тепĕр укçа кирлĕ, — тет,
Укçине алла илет,
Юмахлать малтан-мала.

— Хур-ха тепĕр укçуна,
Пысăк инкеке сирме!
Санран ăна хăтарма,
Ылттăн япала шыра!

— Хăлха çакки? — Вăл каять!
Хур-ха ылттăн çĕрруна,
Лăпах пулĕ вырăна!
Пăхар тата, мĕн пулать.

— Мана итле малалла:
Тыт-ха хăвăн аллупа,
Эпĕ панă çӳçсене!
Çирĕп тыт-ха вĕсене!

Тепĕр çӳç пайăркине,
Вĕрет çӳлелле тытса!
— Пăх-ха эсĕ çӳлелле,
Инкексенчен хăтăлма!

Вĕрет цыган çӳлелле,
Уçса ярать аллине.
Ал лаппийĕ тап-таса,
Кураймастăн ылттăна!

«Санăн укçусем елле,
Вĕçсе кайрĕç килелле!
Пулĕç вырăнта пурте,
Курăн киле çитеспе.

Тĕлĕкри пек тĕлленсе,
Утать çынни килелле —
Çитсен хăйĕн вырăнне,
Уçса пăхать аллине.

Алли пушă, çап-çара!
Кĕсси пушă, тап-таса!
Ун аллийĕ — çĕрĕсĕр!
Хăлхи — хăлха çаккисĕр!

Мĕн пулнине эс ăнлан:
Сиссе эсĕ юлайман!
Пăхса тăнă çӳлелле,
Манса кайнă ыттине.

Уçса ярсан аллине,
Ӳкнĕ пĕтĕм япали —
Асăрхаман çак çынни,
Пурлăхне çухатнине.

Хĕрарăмпа çак ача,
«Вăшт!» пуçтарнă аялта.
Вĕсем виççĕн, эс пĕччен,
Çап-çара тăрса юлан!

Чикан юмаххине итле:
Вĕсен пурнăçне пĕлме,
Тимлĕн вĕсемпе пулма,
Хăвна ялан упрама.

Христоса пăталама,
Тăшманĕсем тапăннă:
Асапласа вĕлерме,
Ăна вĕсем шутланă.

Чикан ачи, вăрлакан,
Ыттисене систермен —
Пĕр пăтине вăрласа,
Тарнă иккен аякка.

Пăти пулнă асамли —
Чĕре çине çапмалли,
Христоса пăталаса,
Хĕрес çине çакмалли.

Турри курнă чикана,
Ирĕк панă халăха:
Пĕр çылăхсăр вăрлама,
Вĕçĕмсĕр улталама?

Вĕсем патне пыриччен,
Шутла ĕçе пуçличчен,
Кĕсъесем пушаниччен,
Ылттăнсем çухаличчен.

Чикан нумай хулара
Иртекене çаратма.
Мĕн авалтан чăваша,
Тăнсем панă ĕненме.

20.11.2018