Атте мана каларĕ:

— Ывăлăм, тинех пĕлсем,
Çакă килĕн вырăнче,
Вунçич сыпăк эп пулап,
Вунсаккăрмĕш эс пулан.

Мĕн авалхи вăхăтран
Вăйне панă, хăв куран:
Ялĕпеле пур тăван,
Пурне те пĕлсе тăран.

Айккине майлăн пăхсан,
Çур район пирĕн тăван —
Кăнтăртан çӳрçĕрелле,
Анăçран тухăçнелле.

Кăнтăрта Ишпуç ларать,
Унтан тутар курăнать,
Унта пирĕн тăвансем,
Çакă килтен тухнисем.

Кăштах çӳрçĕр енче
Нăрваш ларать инçетре —
Унта ӳснĕ асанне,
Качча килнĕ ку киле.

Тăрмăшра та тăвансем,
Нумай киль кунта вĕсем —
Качча тухнă çак яла,
Ульха аппа Тăрмăша.

Юнашарах Лачкасси,
Сĕлли аппи йăхĕсем,
Сельминсем те тăвансем,
Тĕрлĕ çĕрте пулнисем.

Хĕвелтухăç енчен
Йăнтăрч ларать курăнса —
Кукамай пирĕн унтан,
Шмелев йăхĕсенчен.

Тушкилĕ те инçетре,
Ямпулатпа юнашар,
Анне енчи тăвансем —
Моряковсем, паллашар.

Тата ытти ялсенчен,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ хуларан,
Тăван ярать хыпара,
Пĕлсе тăма тăвана.

12.05.2019