Юратнă шăллăма, Горбунов Александр Егоровича аса илсе. Чехословакире, ҫарта службӑра вилнӗ
Вăл çуркунне питĕ ир
Çиçĕм çиçрĕ кăнтăр кун,
Март варриччĕ пулмалла —
Ӑна эп астумалла.
Сасă кайрĕ кĕрлесе,
Хула тăчĕ чĕтресе:
Мĕнле усал хыпара
Илсе килчĕ хулана?
Çӳлтисем те инçетрен
Япăх хыпар ячĕç пуль?
Пĕтĕм çĕре кисретсе
Тĕлĕнтерес терĕç пуль!
Кăшт та вăхăт иртмерĕ,
Аçа çапрĕ вăйлăрах!
Килчĕ хыпар, ай-турах!
Пуринчен те хурлăрах…
Питĕ инçе, Чех енче,
Шăллăм тăнă Арминче,
Çирĕм çулхи çамрăкăн
Пĕтрĕ кунĕ паттăрăн…
15.05.2019
Хушса хуни.
1973-мĕш çулта, мартăн 14-мĕшĕче, Шупашкарта аслати кĕрлерĕ, аçа çапрĕ. Эпир учительсене вĕрентекен институтра 400-мĕш аудиторинче пулнă.
5-мĕш апрельте Саша шăллăм, çĕршыва хӳтĕлесе, Чех енче пуçне хучĕ. Ӑна 14-мĕш апрельте Вăрманхĕрринче пытартăмăр.
Йывăр тăпри çăмăл пултăр.
2020
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!